Йĕп-йĕпе [лачкам, хура] тара ӳк обливаться / облиться потом, покрываться / покрыться потом [испариной]; взмыливаться / взмылиться (о лошади).
Чăтăр, пичче, тата кăшт чăтăр, часах шыв ĕçтеретĕп сире, унтан суранăра лайăх çыхса яратăп, — лăплантарать вăл боеца, йĕп-йĕпе тара ӳксех ăна сĕтĕрет. Паттăр пионерсем. Савраска лачкам тара ӳкнĕ пулсан та, хуçа тилхепине итлет. П. Осипов. Анчах пĕр çын кĕçĕр чăлăм та куç хупмарĕ, хура тара ӳксе çăхав çырчĕ вăл. А. Артемьев. Мунчаран тухсан Элкей Микули пĕр стакан чей ĕçрĕ те кĕрĕкпе витĕнсе выртрĕ, вĕриленсе кайрĕ, кайран лачкам тара ӳкрĕ. П. Осипов.
Çавăн пекех пăхăр:
йĕп-çăрти йĕп-çип йĕп-çурти йĕп-вăрри « Йĕп-йĕпе тара ӳк » йĕп-сăмси йĕп-тăх йĕпĕ йĕпĕл йĕпĕл-епĕл